«Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) информаци ресурсӗсен регионти порталӗсен танлаштарӑмӗнче Раҫҫӗйре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗпчеве «Инфометр» проект ирттернӗ. Унтисем пахаланӑ тӑрӑх, пирӗн республика уҫҫӑнлӑх енӗпе экспертсемпе усӑ куракансен 88,7 процентне тивӗҫтерет. Аудита 86 йышши параметрпа ирттернӗ.
Ҫуркуннехи танлаштарӑмра та пирӗн республика начар вырӑнта пулман. Ун чухне вӑл улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ, ав, регионсенчи сайтсемпе разделсем хушшинче кӑтарту тата лайӑхланнӑ.
Аса илтерер, «Открытые данные» республика порталӗ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ пирки ҫӑмӑллӑнах пӗлме май парать. Ҫав вӑхӑтра унта 183,8 пин хут ытла кӗрсе пӑхакан тупӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Пурӗ тӑватӑ ыйту пӑхса тухнӑ: соцологи ыйтӑмӗсен пӗлтерӗшӗ; чӑваш халапӗсен вырӑнӗ; чӑваш интернетне аталантармалли майсем; Чӑваш Ен историйӗн вӗренӳпе меслетлӗх концепцине хатӗрлесси. Унсӑр пуҫне 2016 ҫулта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ, унта Шупашкара миҫемӗш ҫулта никӗсленине татса парас тӗлӗшпе пухӑнма та палӑртрӗҫ.
Чи кӑсӑклӑ доклад шутӗнче Чӑваш интернетне аталантарас ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв пулчӗҫ. Юрий Николаевич хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи тапхӑрта тунӑ лайӑх утӑмсене палӑртрӗ, ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме май паракан федераци саккунӗ (Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан 149-ФЗ №-лӗ саккун) пуррине асӑнчӗ, вӗсем ҫине таянса ӗҫлемеллине каларӗ.
Тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ теме ҫук. Террористсем «хастарланни» пурне те хӑратать. Ҫавна май халӑх тетелӗсенче те халӑха пӑлхантармалли информацисем тухма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче Чӑваш Енре 18 террорист пурри пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Унта ҫынсене халӑх пухӑнакан вырӑна тухса ҫӳреме сӗнмен.
Ку — суя. Кунашкал хыпара ҫӗршывӗпех сараҫҫӗ. «18 террорист» Самарта, Вогоградра та пур-мӗн. Экстремизпа кӗрешекен центр та ку суя хыпар пулнине пӗлтерет.
Ку хыпар тӗнче тетелӗнче виҫӗ эрне ҫӳрет-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ кун тӗлӗшпе. Чулхулара полицейскисем икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ, вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫамрӑксем кӑна пуҫтахаланас тӗллевпе тунӑ.
Йӗрке хуралҫисем ку хыпара ӗненме хушмаҫҫӗ. МТВра та, Мегамолра та нимӗнле «шахидкӑна» та тытман.
«ХамОр ялсем» скетчком (ют чӗлхерен куҫарсан ҫакӑ кӗске шӳтсем тенине пӗлтерет) пирки пурте пӗлмеҫҫӗ пулӗ-ха. Проекта пурнӑҫа кӗртекенсенчен пӗри Патӑрьел район каччи Геннадий Адикин кулӑшсем ӳкерес шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнине пӗлтерет. Малтанах ролике тӗнче тетелӗнчи халӑх сечӗсенче вырнаҫтарнӑ. Куракансенчен ырлаканни ырланӑ, хурлаканни хурланӑ.
Пӗрремӗш ярӑм хыҫҫӑн ыттисем те тӗнче тетелӗнче вырӑн тупнӑ. Ҫамрӑксем кулӑшсене тӑван чӗлхене вырӑсларан куҫараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнче пулнӑ интереслӗ самантсене сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗҫчен ял ҫыннин пурнӑҫне, ҫамрӑксен хӑтланӑвне, кӳршӗсен хутшӑнӑвне кулӑшла сӑнлама тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Рольсене Сергей Лекеров, Олег Николаев, Евгений Григорьев, Геннадий Адикин, Алексей Алексеев, Борис Головцов калӑплаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ҫӗнӗ актерсен ӑсталӑхне тӗреслеҫҫӗ, вӗсене Александр Кӑлканӑн «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑвне вулаттараҫҫӗ. Халӗ скетчкомра пикесем те ӳкерӗнеҫҫӗ. «ХамОр ялсен» ӗҫне Алексей Московский юрӑҫпа Евгений Григорьев шоумен та хутшӑннӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнчи шырав тинех кирлӗ пек ӗҫлеме пуҫларӗ. Пирӗн портала уҫнӑранпа 10 ҫул иртрӗ пулин те ҫак функционал хальхи вӑхӑтччен чипер ӗҫлеместчӗ. Хыпарсенче пушшех те шырама май ҫукччӗ, энциклопеди пайӗнче вара шырасан тупса панӑ материалпа усӑ курма йывӑрччӗ.
Халь шырав пайӗпе усӑ курассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Хыпарсен пайӗнче шыранӑ чухне — вӑл анлӑшра тупӗ, энциклопедиллинче пулсан — информациллӗ пайра. Шыранӑ чухне те тӗрлӗ пайсем тӑрӑх куҫассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Мӗнле шырамаллине вара шырав страницинче уҫӑмлатса панӑ: эсир кирлӗ сӑмахсене палӑртма, кирлӗ маррисене сирме, уйрӑмах кирлисене ушкӑнлама пултаратӑр.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ дизайна эпир кӑҫал тума тытӑнса. Ун концепцийӗ тӑрӑх шырав йӗрки сайтӑн чи ҫӳллӗ пайӗнче вырнаҫнӑ, страницӑна антарсан та вӑл ҫухалмасть. Унсӑрӑн пуҫне шырав пайне йӗркене туса ҫитересси пирки эпир сайтӑн 10 ҫулне халалланӑ статьясенче те палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енре вӗренӳ отраслӗн, медицинӑн порталӗсем йӗркеленӗччӗ. Малтанхи юлашки вӑхӑтра ӗҫлеме пӑрахрӗ. Ҫакӑ укӗҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарчӗҫ кун пирки хӑй вӑхӑтӗнче.
Малашне вара культура ӗҫченӗсен хӑйсен порталӗ пулӗ. Анчах регион шайӗнче мар, ҫӗршывра. Культура.рф портал юпан 5-мӗшӗнчех ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Культура министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ портал асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче вырӑн тупнӑ.
Порталта Раҫҫейри культура тата ӳнер темипе ҫыхӑннӑ материалсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене уйрӑмсемпе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара хыпарсене музей, кино, йӑла-йӗрке, лекцисем, фильмсем, спектакльсем, регионсенчи пулӑмсем тӑрӑх уйрӑм та шыраса тупма, вӗсемпе паллашма пулать. Ҫӗршывра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗ те ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.
Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.
Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен cap.ru порталӗн тӗп страницине ҫӗнетнӗ. Хальлӗхе унӑн бета-версийӗ ӗҫлет. Бета-версин хӑш-пӗр каҫҫи унчченхи сайта ӑсатать пулин те ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур уйрӑма ҫӗнетме шантараҫҫӗ. Малтанласа икӗ версийӗ те ӗҫлӗ.
Тӗп страницӑна ҫӗнетекенсем сайта илемлӗ тӑвассипе пӗрлех унпа усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ. Улшӑну порталӑн тулашне кӑна пырса тивмен, унӑн тытӑмне те расналатнӑ. Тӗп ҫӗнӗлӗх шутне, сӑмахран, хыпарсене уйрӑм темӑпа палӑртнине каламалла. Журналистсем валли ятарлӑ пресс-центр пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне порталта «Пулӑшу» уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тӗнче тетелӗ урлӑ илме меллӗ. Унчченхи версинче чӑваш чӗлхелли те пурччӗ пулсан ҫӗннинче вара вӑл хальлӗхе курӑнмасть.
Портал влаҫ органӗсен, муниципалитетсен, федераци влаҫӗн территорири органӗсен 850 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать.
Испанири «Cybermetrics Lab» — CSIC тӗпчев ушкӑнӗ тӗнчери аслӑ шкулсен сайчӗсен мониторингне тунӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх 100 сайтсен йышне пирӗн республикӑри аслӑ шкул та кӗнӗ.
Вӑл — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. ЧПУ сайчӗ ҫур ҫулта 24 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. Халӗ вӑл рейтингра 82-мӗш вырӑнта.
Тӗпчевҫӗсем тӗнчери 23 696 аслӑ шкул сайтне тишкернӗ. Вӗсенчен 1484-шӗ — Раҫҫейри. Рейтинга аслӑ шкул сайчӗсене мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине палӑртма тунӑ. Унта сайта мӗнле тытса пынине, аслӑ шкулсен веб-сайчӗсемпе ҫынсем мӗнле усӑ курнине тишкернӗ.
Тӳре-шарана тата патшалӑх служащийӗсене халӑх тетелӗсенчи страницӑсемпе усӑ курма чарасшӑн. Ун пек саккун проектне ҫӗршывӑн Патшалӑх думин депутачӗсем кӗркунне пӑхса тухӗҫ.
Халӑх тетелӗнчи страницӑсемпе усӑ курас тесе тӳре-шара тата патшалӑх служащийӗн пуканӗ пирки манмалла тенине пӗлтермест-ха ку. Ӗҫри компьютертан кӗме чарасшӑн. Кун пек чару кирли патне ҫитсе тухма ҫынсем ӗҫ пирки манса тӗнче тетелӗнче хӑйсен пӗлӗш-юлташӗсемпе юмах ҫапса лараҫҫӗ пуль тесе шанманни хистемен.
Патшалӑх Думин информаиц политики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Вадим Деньгин чылай халӑх сетьне ют ҫӗршывра хатӗрлени пирки палӑртнӑ. Апла пулсан вӗсем урлӑ Раҫҫее хирӗҫ программа шайӗнче те усӑ курас хурӑшлӑх пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |